Почтӑна кайса черет тӑриччен малтаналасах ҫырӑнма, ҫапла вара хӑвӑра меллӗ вӑхӑта палӑртма пулать.
Компанин сайтне http://www.pochta.ru кӗрсе е мобильлӗ приложени урлӑ сахалтан та пӗр сехет маларах ҫырӑнса хумалла. Ятарлӑ вӑхӑта пыракан клиентсем валли почта уйрӑмӗсенче пӗр е икӗ специалист уйӑрнӑ. Хӑшӗн патне пымалли заявкӑна йӗркеленӗ чух курӑнать. Кун пирки Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви Раҫҫей почти хыпарланӑ тӑрӑх пӗлтернӗ.
Почтӑна кайиччен ҫырӑнмалли меслете ҫу уйӑхӗнче 11 уйрӑмра тӗрӗслеме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ сервис хальлӗхе Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри тата Улатӑрти хӑш-пӗр уйрӑмра ӗҫлесе кайнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 1936 ҫынна ҫитнӗ. Юлашки талӑкра 76 ҫын хушӑннӑ. Паян валли тепӗр 40 ҫын сывалнӑ. Вилнисем ҫук, кӑтарту унчченхи пекех - 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Чирлекенсенчен ытларахӑшӗ – Шупашкарта (596 ҫын). Етӗрне районӗнче – 154, Канаш районӗнче (Канаш хули те кӗрет) – 120, Шупашкар районӗнче – 99, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 97, Ҫӗмӗрле районӗнче – 91, Патӑрьел районӗнче 77, Муркаш районӗнче 69, Вӑрмар районӗнче – 68, Тӑвай районӗнче 62 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет.
Ытти районта инфекциленнисен йышӗ 50 ҫынран сахалрах. Чи юлашки вырӑнта – Куславкка районӗ. Унта 6 ҫын чирленӗ. Ун умӗн – Красноармейски районӗ. Ку тӑрӑхра 7 ҫыннӑн инфекци пуррине палӑртнӑ.
Чӑваш Енре «Таса сывлӑш» экотехнопарк тӑвасшӑн. Кластер йышши экотехнопарк пирки, чӑннипе, 2018 ҫултах калаҫма тытӑннӑ. Халӗ ку тӗллевпе федераци хыснинчен укҫа уйӑрӗҫ.
Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти промышленноҫ зонинче тата Шупашкар агломерацийӗнче вырнаҫӗ. Унӑн йышне халӗ ӗҫлекен «Управление отходами» АУ /ҫӳп-ҫап уйӑрать/ кӗрӗ. Проектпа килӗшӳллӗн, резин, полиэтилен япаласене, пленкӑна, йывӑҫ каяшӗсене, Tetra Pak упаковкӑсене тепӗр хутчен хута ярасшӑн. Вӗсенчен тротуар тата мачча плиткисем, ӑшӑ тытакан хатӗрсем, полимер тарӑсем тата ытти япала туса кӑларасшӑн.
Ку проект 2020-2024 ҫулсенче Чӑваш Енри социаллӑ экономикӑна аталантармалли проекта кӗнӗ. Раҫҫей правительстви кун вали ака уйӑхӗнче 5 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ, ҫак укҫан пӗр пайӗ шӑпах экотехнопарк тунӑ ҫӗре кайӗ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ «Шупашкарти — Ҫӗнӗ Тутаркасси» автоҫулӑн 27-мӗш километрӗнче инкек пулса иртнӗ. 21 ҫулхи хӗрарӑм-водитель «Форд-Фьюжн» автомобильпе ҫул хӗрринчи тимӗр картана пырса ҫапӑннӑ, унтан хирӗҫ ҫулпа пыракан «Скания» груз турттармалли машинӑпа ҫапӑннӑ.
Инкекре ҫамрӑк хӗрарӑм-водителӗн упӑшки шар курнӑ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Машинӑра пулнӑ ҫамрӑк ҫемьен виҫӗ тата пилӗк ҫулти икӗ ачине те пульницӑна ӑсатнӑ. ЧР Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнчи хыпарта ачасем суранланнине каламан, сывлӑх тӗрӗслеме ӑсатнине пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул йӗпе пулнӑ. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи общежитисенчен пӗринче вӑйпитти арҫын хӗрарӑмӑн телефонне тата сумкине вӑрланӑ.
Пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи каҫхине пулса иртнӗ. 50 ҫулти усал шухӑшлӑ ҫын 63 ҫулхи хӗрарӑм аллинчи телефона асӑрханӑ та ӑна туртса илнӗ. Унтан унӑн сумкине ярса илнӗ.
Пенсири хӗрарӑм пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Таврари вырӑнсене пӑхса тухнӑ май пенсионерка сумки кӳршӗри картишӗнче тупӑннӑ. Ӑна вӑрӑ урамра пӑрахса хӑварнӑ. Сумкӑра ним пахи те пулман. Тен, ҫавӑнпах вӑл унран хӑтӑлас тенӗ курӑнать.
Шалти ӗҫсен министерствин уголовлӑ шырав управленийӗн ӗҫченӗсем тата Ҫӗнӗ Шупашкарти полицейскисемпе пӗрле телефона вырнаҫтарма пултарнӑ точкӑна тупса палӑртнӑ. Кайран вӑрра та тупнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, унччен судпа темиҫе хутчен чайӑпланнӑ ҫын пулнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян «Яхтинг» предприятире пулнӑ. Анатолий Шатиков пуҫлӑх Олег Николаева медицина маскисем туса кӑларас ӗҫ епле пынипе паллаштарнӑ.
Виҫӗ сийлӗ медицина маскисене хатӗрлес ӗҫе ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пурнӑҫа кӗртме пуҫланӑ. «Пӗрремӗш партипе 100 пин штук хатӗрлесе кӑларма тӗллев лартнӑ. Паха тавар нефть тытӑмӗнче тӑрӑшакансем патне ҫитӗ», — илсе кӑтартнӑ Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пуҫлӑх сӑмахӗсене. Маскӑна Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Етӗрне хулисенчи лавккасенче сутаҫҫӗ. Пӗр маскӑн хакӗ — 20 тенкӗ.
Предприяти уйӑхра 3 млн медицина маски кӑларма пултарать. Анатолий Шатиков ӗнентернӗ тӑрӑх, маскӑсем вирусран 92% хӳтӗлеҫҫӗ.
Предприятире ҫывӑх вӑхӑтра респираторсем кӑларма тытӑнас енӗпе ҫине тӑраҫҫӗ.
Шупашкарти Васкавлӑ медулӑшу пульницине ӳпкене сывлаттармалли аппаратсем илсе килнӗ. Пӗтӗмпе – 10 аппарат. Вӗсемпе кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсене сиплӗҫ.
Ку – пӗр пайӗ кӑна-ха. Республикӑна пӗтӗмпе 95 аппарат кӳрсе килмелле. Вӗсене Васкавлӑ мудпулӑшу пульницине кӑна мар, ытти ҫӗре те валеҫӗҫ: Ветерансен госпитальне, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча пульницине, Хулари 3-мӗш клиника пульницин акушер стационарне, Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульницин инфекци стационарне.
Сӑмах май, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви юлашки вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус сарӑласси чакнине палӑртнӑ. Чирлисене нумаййӑн тупса палӑртни тест ытларах тунипе ҫыхӑннӑ. Халӗ чирлисенчен 10-шӗ ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан тыл ӗҫченне Пелагея Солдаткинӑна ҫар оркестрӗ чӳрече умӗнче Ҫӗнтерӳ уявӗпе саламланӑ. Ватӑ хӗрарӑм вӗсене балконран пӑхса тӑнӑ.
Урамри концерта ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсем те чӳречесенчен сӑнанӑ. Ертӳҫӗ те пулнӑ. Вӑл юлашкинчен сӑмах каланӑ, пире тӑнӑҫ пурнӑҫ парнелекенсен умӗнчи эпир ӗмӗр парӑмра пулнине палӑртнӑ.
Пелагея Солдатова кӳршӗ республикӑра – Тутарстанра – ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл 13-ре кӑна пулнӑ. Ҫапах ача тесе тӑман – колхоза ӗҫлеме ҫӳренӗ, трактор бригадинче тӑрӑшнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкара вӑл 1971 ҫулта куҫса килнӗ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирус республикипех сарӑлнӑ темелле.
Ӗнерхи кун тӗлне ку вирус Улатӑр районӗнче 17 ҫынна лекнӗ;
Элӗк районӗнче — 13;
Патӑрьел районӗнче — 33;
Вӑрнар районӗнче — 12;
Йӗпреҫ районӗнче — 8;
Канаш районӗнче — 37;
Куславкка районӗнче — 1;
Комсомольски районӗнче — 10;
Красноармейски районӗнче — 4;
Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 14;
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 12;
Муркаш районӗнче — 10;
Пӑрачкав районӗнче — 32;
Вӑрмар районӗнче — 30;
Ҫӗрпӳ районӗнче — 19;
Шупашкар районӗнче — 18;
Шӑмӑршӑ районӗнче — 10;
Ҫӗмӗрле районӗнче — 22;
Етӗрне районӗнче — 50;
Елчӗк районӗнче — 10;
Тӑвай районӗнче — 49;
Ҫӗнӗ Шупашкарта — 24;
Шупашкарта — 241.
Ҫапла вара ку списокра курӑнманнисем темиҫе хула ҫеҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Максим Егоров кӑҫал инҫе ҫула тухнӑ – вӑл Вадивостока чупса ҫитесшӗн.
Каччӑ тӗллевӗ патне талпӑнать, вӑл кашни кун 30 ҫухрӑм чупать. Хӑйӗн пирки вӑл халӑх тетелӗнчи страницинче ҫырса пырать. Максим палӑртнӑ тӑрӑх, ҫул ҫинче киле чӗнекен ҫынсем пур, анчах пандемие пула хирӗҫлеме тивет. Кафесемпе тата хӑна ҫурчӗсемпе кӑштах йывӑртарах. Кафере апата урама илсе тухса параҫҫӗ, ҫавӑнтах ҫиме тивет. Хӑна ҫурчӗсемпе вара шӑнкӑравласа калаҫа татӑлма тивет.
Вӑрӑм ҫул ҫинче йывӑрлӑхсем пулсан та вӑл каялла ҫаврӑнасшӑн мар, тӗллевӗ патне ҫитесшӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |